
Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ Геннадий Тафаев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ.
Геннадий Ильич 1953 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ, ӑна лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ. Диплом илсен ялти шкулта вӗрентекенре ӗҫленӗ, район хаҫачӗпе туслӑ пулнӑ.
1988 ҫултанпа университетра ӗҫленӗ. Кандидат, доктор диссертацийӗне хӳтӗленӗ. 2001 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫленӗ: кафедрӑсене ертсе пынӑ, студентсене вӗрентнӗ.
Унӑн тӗп ӗҫӗ – Атӑлҫи Пӑлхара тӗпчени. Вӑл Атӑлҫи историне тӗпчекен ӑсчахсене пӗрлештернӗ.
Геннадий Ильичпа паян 12 сехетре Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ чиркӳре сывпуллашӗҫ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче чылай вӑхӑт шывсӑр ларнӑ. Ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче те пӑшӑрханса ҫыракансем пулнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлсен вырӑнти прокуратура тӗрӗслев ирттерме йышӑннӑ.
Ялта ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен шыв пулман. Унӑн сӑлтавӗ — шыв башнин насусӗ ҫунса кайни.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Мариинский» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ҫине тӑманнине палӑртнӑ. Уншӑн предприяти директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакана административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне шыв укҫине ҫӗнӗрен шутласа пама хистенӗ.

Хамӑр пурӑнакан ҫурта, урама, тӑван яла тасалӑхра, тирпейлӗхре тытмалла. Анчах хӑшӗ-пӗрин пирки «эгоист» теес килет. Унашкал ҫынсемшӗн пӳрте, картише тасалӑхра тытни те ҫителӗклӗ. Урамра, ҫывӑхри ҫырма-ҫатрара ӑпӑр-тапӑр йӑваланнине куҫ курмасть унӑн.
Тепӗр тесен, ҫавнашкал ҫынсемех варалаҫҫӗ пулӗ-ха. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрварри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче пулса курма тӳр килчӗ. Питӗ илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ ял. Сӑртлӑ вырӑн чӑннипех те куҫа илӗртет. Малтанах ялти урамсем тирпейлӗ пулнинчен, пӗр ҫӳп-ҫап та йӑваланманнинчен тӗлӗнтӗмӗр. «Питӗ таса, тирпейлесех тӑраҫҫӗ пулмалла», - шухӑшларӑмӑр эпир. Анчах кайсан-кайсан тарӑн ҫырма куҫ тӗлне пулчӗ. Унта вара ҫӳп-ҫап – купипех! Ав ӑҫта килсе тӑкаҫҫӗ ӑпӑр-тапӑра. Вырӑнти депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫав «свалка» кӑҫал ӳссе ларнӑ. Пӗлтӗр те ҫавнашкал ӳкерчӗк пулнӑ-ха, анчах ҫӳп-ҫапа пушарнӑй машини чӗнсе илсех ҫунтарнӑ. Кӑҫал каллех ҫав купа ӳссе ларнӑ. Чи тӗлӗнмелли – ялти ҫынсенчен нихӑшӗ те унта ҫӳп-ҫап килсе пӑрахнине йышӑнмасть. Пӗлӗтрен тӑкӑнать-шим вара? Ялти тарӑн ҫырмана кам ӑпар-тапӑр килсе петӗр ӗнтӗ?

Пӗрле нумай пурӑнакан мӑшӑрсем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче. Килӗштерсе пурнӑҫ ҫулне пӗрле парӑнтаракан упӑшкипе арӑмӗнчен тӗслӗх илмелли пурах ҫав.
Ҫак сӑмахсене Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче пурӑнакан Таисия Михайловнӑпа Михаил Андрианович Назаровсем пирки калама пулать. Вӗсем нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 60 ҫул пӗрле пурӑннине уявланӑ.
Таисия Михайловна Октябрьскинчи 2-мӗш пульницӑра ӗҫленӗ. Михаил Андрианович вара Октябрьскинчи совхозра выльӑх пӑхаканра тӑрӑшнӑ.
Назаровсем 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсем 7 мӑнукпа, вӗсен 11 ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Юбилярсене Октябрьски ял тӑрӑхӗн администрацийӗ саламланӑ, нумай ҫул пурӑнма сывлӑх, телей суннӑ.
